Етӗрне районӗнче прокурор пуканне ҫӗнӗ ҫын йышӑннӑ. Вӑл - Вадим Захаров.
2017 ҫултанпа ку должноҫе Юрий Фуражников йышӑннӑ. Вадим Захарова ку тивӗҫе 5 ҫуллӑха шанса панӑ.
Вадим Юрьевич 1982 ҫулта Волгоград облаҫӗнче ҫуралнӑ. 2004 ҫулта Шупашкарти право тата управлени академийӗн юридици факультетне пӗтерсен Муркаш районӗн прокурорӗн пулӑшуҫи пулнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл ӗҫ вырӑнне темиҫе те улӑштарнӑ, Мари Элта та ӗҫленӗ.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче икӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннӗ. Иккӗшӗ те заместитель пуканне йышӑннӑ. Вӗсенчен пӗри унччен те ведомствӑра министр ҫумӗнче тимленӗ-ха. Сӑмахӑмӑр – Инна Волкова пирки. Вӑл малашне министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшӗ. Унччен Инна Вячеславовна министр ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.
Министрӑн ҫумӗ пулса вара Сергей Фролов тимлеме тытӑннӑ.
Хушусене республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Ку уйӑхран пуҫласа "Химпрома" ҫӗнӗ ҫын ертсе пырать. Вӑл - Дмитрий Колчин.
Дмитрий 1985 ҫулта Хусан хулинче ҫуралнӑ. Унӑн Хусан патшалӑх техника университетне лайӑх паллӑсемпе пӗтернине ӗнентерекен икӗ диплом пур: бакалавр тата магистр. Вӑл Лондонри бизнес-шкулта та вӗреннӗ. Дмитрий 3 ют чӗлхе пӗлет.
Ҫамрӑкскер 2005 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫӗнӗ бизнессене аталантаракан "Сигма Кэпитал" предприяти директорӗ пулнӑ.
Сӑмах май, "Химпромра" директор тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Елена Колесникова халӗ директорӑн пӗрремӗш ҫумӗ шутланать.
Чӑвашстат республикӑри чи пысӑк шалу тӳлекен сферӑсене палӑртнӑ.
Пирӗн республикӑна илсен, уйӑхра вӑтамран 37 пин те 504 тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ.
Финанс тата страхлав ӗҫӗнче тӑрӑшакансем пӗр уйӑхра вӑтамран 58 пин те 700 тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ, ӑслӑлӑх ӗҫӗнче – 56 пин тенкӗ, компьютер хатӗрлесе кӑларакансем – 55 пин тенкӗ, информаципе ҫыхӑну сферинче – 53 пин тенкӗ, металлурги производствинче – 50 пин тенкӗ.
Раҫҫей банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Унпа республика Элтеперне Олег Николаева банк ӗҫченӗсем паллаштарнӑ.
Раҫҫей банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн – Раҫҫейӗн Тӗп банкӗн Атӑл-Вятка тӗп управленийӗн Чӑваш Республикинчи наци банкӗн управляющийӗ пулма Максим Фролова ҫирӗплетнӗ. Максим Петрович Тӗп банкра 25 ҫул ытла ӗҫленӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл Самарӑра тӑрӑшнӑ. Унта регионти уйрӑмӑн управляющийӗн ҫумӗ пулса 6 ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ.
Юсанмалли 1-мӗш колони ҫумӗнче юсанмалли участока туса пӗтернӗ. Унта 100 ҫын вырнаҫмалӑх пулать, вӗсем пурте «Мега Юрма» предприятире ӗҫлӗҫ.
Ҫапла айӑпланнӑ 100 ҫын асӑннӑ предприятие ӗҫе вырнаҫӗ. Унта кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗ, комбикорм савучӗ, суту-илӳ сечӗ пур.
Ӗҫлекенсене уголовлӑ тытӑм ӗҫченӗсем сӑнасах тӑрӗҫ. Предприятире пӗчӗк тата вӑтам преступлени тунисем кӑна вӑй хурӗҫ. Айӑпланнисене ӳсӗмне, сывлӑхне, специальноҫне кура ӗҫе вырнаҫтарӗҫ.
Чӑваш Енӗн финанс министрӗ пулса ӗҫленӗ Светлана Енилина Питӗр хулинче тӑрӑшнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Светлана Енилина Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевпа пӗр командӑра ӗҫленӗччӗ. Республика Элеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Олег Николаева шансан ӑна ӗҫрен хӑтарнӑччӗ.
Аса илтерер: Светлана Енилина Питӗрте Финанс комитечӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче тытӑннӑччӗ. Халӗ ӑна Финанс комитечӗн председателӗн должноҫне шанса панӑ. Хушӑва Питӗр хулин кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Беглов алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Алексей Кизилова ӗҫрен кӑларнӑ.
Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа паян республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Алексей Кизилов министерствӑра унччен те ӗҫленӗччӗ. Кайран Мускав облаҫӗнче, Чехов хулинчи 1-мӗш район пульницин тӗп тухтӑрӗнче тимлеме тытӑннӑччӗ. Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма ӑна 2020 ҫулхи ака уйӑхӗнче шаннӑччӗ.
Элӗк районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ (райадминистраци сайтӗнчи информаци тӑрӑх, муниципалитета Александр Куликов ертсе пырать) шанчӑкран тухнӑ. Ӑна прокуратура ӗҫрен кӑларса ярасшӑн.
Районти депутатсен пухӑвӗ прокуратура ыйтнине пурнӑҫлама васкамасть. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пуҫлӑха вӑл выговор панипех ҫырлахнӑ. Анчах надзор органӗ кунпа лӑпланман, суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд та прокуратурӑпа килӗшнӗ.
Элӗк районӗн прокуратури 2021 ҫул вӗҫӗнче автоҫулсене тытса тӑрассипе тата юсассипе контракт алӑ пуснӑ чухне коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ.
Элӗк районӗн администрацийӗ райадминистраци пуҫлӑхӗн арӑмӗн уйрӑм усламҫӑ пулса тӑрӑшакан ывӑлӗпе 2019-2021 ҫулсенче 42 миллион ытла тенкӗлӗх муниципалитет килӗшӗвне алӑ пуснӑ. Ҫавӑн чухне тӳре-шара коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна нормисене шута илмен.
Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ валли директор шыраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра унӑн тивӗҫӗсене Марина Макарова вӑхӑтлӑх пурнӑҫлать.
Кӑҫал ака уйӑхӗнче телерадиокомпани директорсӑр тӑрса юлнӑ. Унччен ку вырӑнта Мускавран килнӗ Светлана Губанова ӗҫленӗ.
ЧР Цифра министерстви конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ. Конкурса хутшӑнас тесен ертӳҫӗ должноҫӗнче 5 ҫултан кая мар ӗҫлемелле, аслӑ пӗлӳ пулмалла. Конверт ҫине телерадиокомпанин аталану концепцине чикмелле.
Документсене утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Конкурса ҫурлан 3-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |